Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Туянакансен ыйтăвĕсене туллин тивĕçтереççĕ

Туянакансен ыйтăвĕсене туллин тивĕçтереççĕ

Çулла çитсе пынă май çынсем çурт-йĕрпе хуралтăсене, хапха-пахчана тата ыт. те çĕнетес тĕллевпе строительство материалĕсене нумай туянаççĕ. Хама та çав шутах кĕртетĕп. Юлашки çулсенче çĕнĕ йышши материалсемпе усă курса килти хуçалăхра чылай ĕç пурнăçлама май килчĕ.

Эпĕ çак вăхăтченех мĕнпур тавара Андрей Николаевич Сыкин уйрăм предпринимательтен туянатăп. Хальхи вăхăтра Елчĕкре стрительство таварĕсемпе сутă тăвакан чи пысăк картиш те унăнах шутланать. Андрей Сыкин, 20 çула яхăн ял çыннисен ыйтăвĕсене тивĕçтерессипе тимлекенскер, вĕсене мĕн кирлине пит лайăх ăнланакан тата тăтăш хăй патне тавар туянма çỹрекенсене те çывăх паллакан пулса çитнĕ ĕнтĕ. Хăй мĕнле ĕçлĕ, пушанма вăхăчĕ çук пулин те, курсан ал парса сывлăх сунать, мĕн çăмăлпа çỹренине ыйтса пĕлет, кирлĕ канаш-сĕнỹпе пулăшать. Кунти хуларинчен кая мар пысăк лаптăк йышăнакан лавккара шуруп-пăтаран пуçласа темĕн тĕрлĕ строительство материалĕ, хуçалăхра кирлĕ тĕрлĕ инструментсем таранах (ĕненетĕр-и, пурĕ 25 пин тĕрлĕ тавар) туянма пулать. Çапла майпа Елчĕке аякри ялтан строительство ĕçĕнче усă курма кирлĕ ку е вăл тавара туянма килнĕ çын хаклă вăхăтне сая ямасăр, мĕнпур япалана кунтанах туянма пултарни питех те меллĕ пулнине ăнланатпăр. Туяннă тавара вырăна илсе çитерме автомашина шыраса хăшкăласси те çук — хăйсен транспорчĕпех леçсе параççĕ. Строительство материалĕсене туянакансем, вĕсене леçсе пама ыйтакансем те нумай-йăн пулнине пăхмасăр, транспортпа тивĕçтерессине чăрмавсăр йĕркелесе пыраççĕ. Çак тĕллевпе кунта ятарласа темиçе автомашина уйăрнă, водителĕсем те темиçен. Кирлĕ пулсан, строительство материалĕсене Андрей хăй те ялсем тăрăх леçме ỹркенсе тăмасть. Туслă коллективăн тĕп тĕллевĕ вара туянакансен ыйтăвĕсене туллин тивĕçтересси пулса тăрать. Андрейăн мăшăрĕ — Надежда унăн «сылтăм алли» пекех. Сутуçă-консультантсем: Валентина Теллина, Альбина Багадерова, Галина Смирнова (вăл бухгалтер тивĕçĕсене те пурнăçлама ĕлкĕрет) пирки те çынсенчен лайăххине анчах каланине илтме тỹр килет. Кунта 20 çула яхăн ĕçлекенскерсем, кашни тавар пирки тĕплĕн ăнлантарса пама пĕлеççĕ. Вĕсем пирки: «Строительство ĕçĕнче тепĕр арçынран та лайăхрах ăнланаççĕ», — тесе калассăм килет. Ман пек шухăшлакансем нумаййăн пулнине пĕлсе тăратăп…

Александр ГОЛОВИН, тавар туянакан.

Сăн ỹкерчĕкре: Валентина Теллина, Галина Смирнова, Альбина Багадерова халăх хушшинче пулнăран ятлă-сумлă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code